Яковлев Иван Яковлевич — чӑваш халӑхӗн ҫутлӑхҫи, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ, Библие чӑвашла куҫараканӗ.
1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25 хальхи Тутар Республикине кӗрекен Кӑнна-Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр гимназийӗнче, Хусан университетӗнче вӗреннӗ, чӑваш шкулӗн инспекторӗнче, Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ. Н.И. Ильминский вӗренекенӗ. 1930 ҫулта вилнӗ, Мускавра Ваганьково масарӗнче пытарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ И.Я. Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑрать. Шупашкарта Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫутлӑхҫӑ эткерне тӗпчекен лаборатори ӗҫлет, ятарлӑ музей пур. И.Я. Яковлев палӑкӗ Шупашкарта Чӑваш наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ. Кунсӑр пуҫне И.Я. Яковлев музейӗ тӑван ялӗнче те, Чӗмпӗрте те пур.
И.Я. Яковлев чӑваш халӑхне ҫутта кӑларса пӗтереймен.
Чӑваш халӑхне (И. Яковлев)_Чӑваш халӑхне (халал)
И.Я. Яковлев тата Тӑхӑрьял («Хыпар» хаҫатри статья)